Акан 18-мӗшӗнче (ку кун эрнекуна лекет) Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Тӑвай ентешлӗхӗн кунӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Программӑра: Тӑвай районӗнчен тухнӑ паллӑ юрӑҫсен концерчӗ, Тӑвай райповӗ туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн суту-куравӗ, алӗҫ ӑҫтисен куравӗ.
Тӑвайсем пурне те уява йыхравлаҫҫӗ!
Ыран СССР художниксен союзӗн членӗ Алексей Майраслов скульптор-монументалист ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет. Хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл Чӑваш Енӗн наци скульптурин шкулӗнче ырӑ йӗр хӑварнине палӑртаҫҫӗ республикӑн Культура министерствинче. Хӑйӗн хайлавӗсенче скульптор культурӑри тата историри ӗҫченсене сӑнланӑ. Палӑксем те, монументсем те тунӑ вӑл. Унӑн ӗҫӗсем Чӑваш Ен урамӗсене кӑна мар, хамӑр ҫӗршывӑн тата Украинӑн тӗрлӗ кӗтесне те илем кӳреҫҫӗ.
Хӑй вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Харьковри тата Кейӳри патшалӑх университечӗсенче вӗреннӗ. 1978 ҫулта Мускаври Суриков ячӗллӗ художество институчӗн кӳлепе факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1978–1999 ҫулсенче вӑл РСФСР художество фончӗн скульптор-монументалисчӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Майрасловӑн тӗп хайлавӗсен шутне «Йӗтӗн. Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Шупашкар хулинчи Тракторостройӑн монтажникӗсем», «Салтаксем килеҫҫӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ Рая», «Космонавт-3», «Василий Фёдоров актёр», «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем», «Ҫеҫпӗл Мишши», «И.Я. Яковлев», «Константин Иванов», «Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев», «Сетнерпе Нарспи ҫӑл патӗнче» тата ыттине асӑнаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи вӗренӳ отраслӗ ачасем ҫурхи каникулта каннӑ вӑхӑтра вӗсен апатланӑвне тӗрӗс епле йӗркелемеллине сӳтсе явма шут тытнӑ.
Канашлӑва Тӑрмӑшри вӑтам шкулта ирттернӗ. Унта чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен районти станцинче тӑрӑшакансем те пырса ҫитнӗ. Яваплисене вӗсем сӗтӗн тата ашӑН техника регламенчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхрен продукцине епле упрамалли пирки те чарӑнса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ юлашкине тӗрӗс утилизацилесси таранах калаҫнӑ.
Кашни ача пултаруллӑ. Анчах ӑна аслисен вӑхӑтра тупса палӑртмалла, малалла аталантарма пулӑшмалла. Ҫак кунсенче «Хӗллехи юмах» тата «Хавхалану» Пӗтӗм Раҫҫей пултарулӑх куонкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса шкулсенче, лицейсенче, гимназисемпе колледжсенче 1–11-мӗш классенче вӗренекен ачасем валли йӗркеленӗ.
Конкурсра Тӑвай районӗн ачисем те хастар хутшӑннӑ, хӑш-пӗр номинацире палӑрнӑ. Акӑ Тӑвайри ачасен ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗн Светлана Глуховӑн воспитанникӗсем «Юрӑ-кӗвӗ пултарулахӗ» номинацие хутшӑннӑ. Фортепиано дуэчӗ — Варвара Лашманова тата Анастасия Григорьева («Фортепиано» уйрӑм), Анастасия Петрова («Пӗтӗмӗшле фортепиано» класс).
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: «Хӗллехи юмах» конкурсра фортепиано дуэчӗ 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. «Хавхаланура» Анастасия Петрова 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
ССКП тӗп комитечӗн пленумӗн «Ҫӗршыври тырпул производствине ӳстересси тата ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫасси» постановленийӗ тухнӑранпа 60 ҫул ҫитрӗ. Ҫӗнӗ ҫӗр уҫма каймашкӑн 1,6 миллион ытла ҫын кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗнче Тӑвай районӗнчисем те пур.
Пушӑн 17-мӗшӗнче Тӑвайри ача-пӑча вулавӑшӗнче Тӑвай вӑтам шкулӗнче 8-мӗш «б» класра вӗренекенсемпе ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма хутшӑннӑ Варсанофий Клопов тӗлпулу йӗркеленӗ. Ачасем вӑл каласа панине тимлӗ итленӗ. Вӗсене, Тӑвай районӗнчи 6 ҫынна, комсомол путевкине парса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Канашран ыттисемпе пӗрле Барнаул таран пуйӑспа кайнӑ, унтан Алтай крайӗнчи Новиково салине ҫитнӗ. Вырӑнти халӑх вӗсене тарават йышӑннӑ. ДТ-54 тракторпа ӗҫленӗ, ҫӗр сухаланӑ, культиваци тунӑ, ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тырпула пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн Варсанофий Васильевича ҫара каймашкӑн билет панӑ. Вӑл ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫнӑ вӑхӑта хаваспах аса илет.
Тӗлпулу вӗҫӗнче Варсанофий Клопов ачасене йывӑрлӑхран хӑрама кирлӗ маррине, сиенлӗ йӑласенчен — пирусран, наркотикрен, эрех-сӑраран — аякра пулмаллине каланӑ.
Тӑвай районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ветерансемпе тӗл пулассине йӑлана кӗртнӗ. Вырӑнтисем шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем «Юнашар пурӑнакан ветеран» акци ирттереҫҫӗ тесе хыпарлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шкул ачисем кил-тӗрӗшре кӑна мар, сӑвӑсем вуласа параҫҫӗ иккен.
Нумаях пулмасть Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи шкул ачисем Алексей Иванов ватӑ патӗнче пулнӑ. Вӑл — педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын. Ачасем Алексей Иванович кил хушшине юртан тасатса панӑ. Ватӑ ачасене кӑна мар, шкул коллектвине те чунтан тав тунӑ. Ҫапла пулӑшни, ун шучӗпе, гражданла яваплӑха ӳстерет, ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет. Ольга Григорьева, Денис Иванов, Ольга Никифорова, Ольга Николаева, Павел Тимофеев, Андрей Гурьев, Петр Гурьев, Алла Яковлева уйрӑмах палӑрнӑ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти П. хушаматлӑ хӗрарӑма тепӗр ҫынна йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Сучӗ хальлӗхе пулман-ха — айӑплавне вырӑнти район прокурорӗ ҫирӗплетнӗ.
Харкашу пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Ун чух вӑл тата хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын паллакансем патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Кӗвӗҫӗве пула иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те арҫынна ҫурӑмран чикнӗ. Пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ кил хуҫисене хӗрарӑм арҫын сӗтеле лектерсе савӑт-сапана ватрӑмӑр, арҫын ун ҫине персе анчӗ тесе суйнӑ имӗш. Кайран вӗсем киле тухса кайнӑ. Анчах арҫынна йывӑрлатса кайнине кура хӗрарӑм тухтӑрсене чӗннӗ. Шур халатлисем вӑхӑтра пулӑшу кӳнине кура ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Хӗрарӑм арҫынна суранлатнине йышӑнмасть-мӗн-ха. Прокуратура вӑл унччен те, 2007 ҫулта, алла ҫӗҫӗ ярса илнине пӗлтерет. Ун чух вӑл ӑна кӑкӑртан ҫӗҫӗпе чикнӗ, уншӑн ларса тухнӑ.
Ҫак уйӑхра районсенче чи илемлӗ, пултаруллӑ пикене суйлаҫҫӗ. Пушӑн 14-мӗшӗнче акӑ «Тӑвай пики — 2014» конкурс иртнӗ. Унта 10 ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи 10 пике хутшӑннӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ, пултарулӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Яланхи пекех хӗрсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем чӑваш наци апатне мӗнле хатӗрлемелли пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче пикесем чӑваш наци костюмне тӑхӑнса кӑтартнӑ, чӑваш ташши ташланӑ. Жюри йышӗнче ЧР муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн консультанчӗ М.Мурзин, «Информ-медиа» директорӗ Э.Максимов, «Чӑваш пики — 2010» ята ҫӗнсе илнӗ Алиса Королева, Чаваш наци конгресӗн ӗҫ ертӳҫи Сергей Андреев, ЧНКн «Хастар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн председателӗ И.Федоров, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки, «Тӑвай пики — 2013» ята ҫӗнсе илнӗ Т.Константинова пулнӑ.
Кӑҫал вара «Тӑвай пики» ята Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗн пики Кристина Федотова ҫӗнсе илнӗ. «Вице Тӑвай пики» ята вара Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗнчи Эллада Данилова тивӗҫнӗ. Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗн пики Мария Кириллова «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» пулнӑ.
Паян район шайӗнчи «Чӑваш пики» Муркаш тата Тӑвай районӗнче иртмелле. Унччен эпир тӑвайсем хӑйсен ӑмӑртӑвне ыран ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ, анчах информацие ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн конкурс паян иртмелле иккен.
Чӑваш наци конгресӗ хыпарланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра район шайӗнчи ӑмӑртусене вырӑнтисем ирттереҫҫӗ. Енчен та малтанхи ҫулсенче вӗсене ЧНК ыйтнипе, конгресс пулӑшнипе йӗркеленӗ пулсан — кӑҫал ЧНК ӗҫченӗсене йыхравламаҫҫӗ те. Чӗннӗ-и, чӗнмен-и — конгресс районсенчи илем ӑмӑртӑвӗсене ҫитсе килесшӗнех.
«Чӑваш пикине» хӑйсемех ирттерме пуҫланин сӑлтавӗ пирӗн шутпа Культура ҫулталӑкӗпе ҫыхӑннӑ — илем ӑмӑртӑвӗсене районта культурӑпа ҫыхӑннӑ мероприятисен йышне нумайлатас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Ытти ҫулсенче ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл вӗсемшӗн, паллах, ҫӗнӗ мероприяти мар. Ҫапла май иртнӗ ҫулсенче конгресс тунӑ ӗҫсен вӑрлӑхӗ шӑтса тухнӑ теме пулать.
Пирӗн вара, ҫак пулӑма ырламалла ҫеҫ — хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме пуҫлани чӑвашлӑх туйӑмне те ӳстерет.
Хӗрарӑма унччен ҫӳҫӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске тесе кӑлӑхах кӳрентернӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ арҫынсенчен кая маррине, теприсем вӗсенчен ирттернине тахҫанах ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ара, хӗрарӑм тӗнче уҫлӑхне те ҫӗкленчӗ мар-и!
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Людмила Арзамасова журналист хӗрарӑмсем арҫынсенчен кая мар ӗҫлекен вырӑнсене тишкернӗ. Черчен теме хӑнӑхнӑ хӗрарӑмсем тимӗр те шӑратаҫҫӗ иккен. Акӑ, Шупашкарти агрегат савутӗнчи «Промлит» цехра ӗҫлеҫҫӗ. Хайхисене хӗрарӑмах ертсе пырать.
Ҫул-йӗр рабочийӗсем пирки ҫавнах каламалла. Совет самани вӑхӑтӗнче ун пек ӗҫе 15 талӑклӑха хупса хунисене явӑҫтарнӑ иккен-ха, халӗ, ав, хӗрарӑмсем ним шухӑшламасӑрах ӗҫлеҫҫӗ. Тӗп хулари «Дорэкс» предприятире ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекен 130 рабочирен, сӑмахран, ытларахӑшӗ хӗрарӑмсем теҫҫӗ.
Водительте ӗҫлекен хӗрарӑмсем те паян тӗлӗнтермӗш мар. Троллейбус рулӗ умне вӗсем тахҫанах ларчӗҫ-ха, халӗ, ав, автобус рульне те тытса пыраҫҫӗ. Тепӗр тесен, темиҫе ҫул каялла Чӑвашавтотрансра кӑна 10 ҫын таран пулнӑ, халӗ иккӗн кӑна юлнӑ.
Йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенсем пирки каламӑпӑр та. Тӑвай районӗнче, ав, прокурорта та хӗрарӑм — Оксана Ястребова — тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |